Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ефимов Юрий Филиппович

Ефимов Юрий Филиппович — Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи. 1941 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Кун-ҫулӗ

Чӑваш патшалӑх педагогика инситучӗн историпе филологи факультетне пӗтернӗ (1965). Шкулта ачасене вӗрентнӗ, «Пионер сасси» хаҫат редакцийӗн пай пуҫлӑхӗ, литература ӗҫченӗ (1967–1970) пулнӑ. Чӑваш телевидени студийӗн литературӑпа драма, ача-пӑча редакцийӗсенче (1972–1975) ӗҫленӗ.

1972–1975 ҫулсенче СССР Аслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн инситутӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ.

Юрий Ефимов Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн методика кафедринче аслӑ преподаватель (1979–1991) пулса ӗҫленӗ. 1991 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗнче вӑй хунӑ.

Ӗҫӗсем

«Хальхи чӑваш чӗлхин ӑнлантару словарьне» хатӗрлеме хутшӑннӑ, «Би6лиографический указатель трудов ЧНИИ (1930–1979)» кӗнеке валли чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн 6и6лиографине ҫырса хатӗрленӗ. Юрий Филиппович — 30 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ.

Пичетленнӗ ӗҫӗсем:

  • Из на6людений над вариантностью пословично-поговорочных выражений в чувашском языке // Вопросы истории и грамматики чувашского языка. Ч., 1977;
  • Лексико-грамматические осо6енности чувашских пословиц и поговорок. Автореферат дис. Алма-Ата, 1978.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-24 08:32:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7055 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем